
Шупашкарта пурӑнакан Андрей Метлов слесарьте ӗҫлет, насос станцийӗсене пӑхса тӑрать. Вӑл Хӗл мучин тумне пӗлтӗрех илсе хунӑ, анчах ӑна кӑҫал ҫеҫ тӑхӑнса урама тухнӑ.
52 ҫулти арҫын мотосамокат ҫине ларать те ӗҫе васкать. Ӑна курсан ачасем те, аслисем те савӑнаҫҫӗ, алӑ сулса саламлаҫҫӗ. «Кӑҫал пандемие пула урамра Хӗл мучисене курсах каймарӑм. Манӑн вара ҫынсене савӑнтарас килет, Ҫӗнӗ ҫул асамлӑхне туйччӑр», - тенӗ Андрей Метлов.
Унӑн хӑйӗн икӗ хӗр. Ашшӗ Хӗл мучи пулнине вӗсем ырлаҫҫӗ ҫеҫ. Хӗл мучи тумӗпе пырса кӗрсен ӗҫтешӗсем питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсем Андрей хӑй тунӑ мотосамокатпа урам тӑрӑх асамҫӑ тумӗпе ҫӳренине пӗлнӗ-ха, анчах ӗҫе килессе шутламан.
Ҫӗнӗ ҫула парӑмпа кӗме юрамасть тенӗрен манӑн ҫак ҫырӑвӑм.
Парӑмӑм ҫапларах. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫулла А.П. Чехов калавӗсене чӑваша куҫаракансен ӑмӑртӑвне ирттернине вулаканӑмӑр манман пуль тетӗп. Пурӗ 7 калав ярса панӑччӗ. Паллах, ку питӗ сахал. Ҫапах та чеховианӑн чӑвашла сӑмахлӑх ҫӳпҫине ҫак хайлавсем хушӑнни те паха.
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Н.А. Плотников хаклав пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарсан малти вырӑнсене ҫак куҫарусем тухнине пӗлтӗмӗр (цитатӑлатӑп): «1-мӗш вырӑн: Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (ӑна 3000 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр); 2-мӗш вырӑн: Алексей Леонтьев — «Мунчара» (2000 тенкӗпе); 3-мӗш вырӑн: Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (1 пин тенкӗпе)».
Вулакансенчен нумайӑшӗ куҫаруҫӑсене (Алина Иванова, Светлана Трофимова, Альбина Кыран, Александр Михайлов, Алексей Леонтьев), ахӑртнех, пӗлмеҫҫӗ те. Вӑхӑт синкерӗ чӑрмантарман тӑк Чӑваш халӑх сайчӗ ӑмӑртуҫӑсене йыхравласа ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатчӗ, вӗсене тивӗҫлӗ парне паратчӗ те-и тен… Каласа хӑварам: куҫару шайӗ мана, тӗпрен илсен, килӗшрӗ. «Тӗпрен илсен» тени кунта текстсене редакторӑн (кӗнекелетсе кӑларас пулсан) ӑста алли тӳрлетсе «кондицие ҫитермеллине» пӗлтерет.

Ҫӗнӗ ҫула мӗнле ҫанталӑкпа кӗтсе илӗпӗр? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер.
Кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, хушӑран ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Паян ҫӗрле юр ҫума тытӑнӗ. Ыран ирхине вӑйлах хӳсе лартӗ. Ҫӗрле те ҫума чарӑнмӗ. Республикӑра икӗ талӑкра 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 3-8 градус тӑрӗ.
Тунтикун 12-17 градус таран сивӗтӗ. Ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн 25 градус таран пулӗ. Ҫил лӑпланса хӗвел тухӗ.
Раштав вӗҫӗнче, кӑрлач пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӳлевсӗр троллейбус ҫӳрӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
54-мӗш маршрутпа Ивановӑран Юраковӑна ҫӳрекен трполлейбус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисемпе экскурси троллейбусӗпе тӳлевсӗр ярӑнма пултараҫҫӗ. Салонра Хӗл мучипе Юр пике те пулаҫҫӗ.
Анчах пассажирсен санитари нормисене пӑхӑнмалла, маска тӑхӑнмалла. Вулавӑш ӗҫченӗсем экскурси ирттерӗҫ. Вӗсем хулан историйӗпе, ҫул ҫинче тӗл пулакан паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» Чӑваш Енре те пурнӑҫланать. Унта ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 3-17 ҫулсенчи ачасем, тӑлӑхсем, сусӑрсем /3-17 ҫулсенчисем тата 60-тан аслӑраххисем/ хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Акцие сахал тупӑшлӑ ҫемьере ӳсекен 3-17 ҫулсенчи шӑпӑрлансем те хутшӑнаяҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пурнӑҫшӑн хӑрушӑ чирсемпе нушаланакан ҫынсене хапӑлласа кӗтеҫҫӗ.
Акцие хутшӑнас тесен елкажеланий.рф сайта кӗмелле, заявка памалла.

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри Первомайски урамӗнчи лавккаран Ҫӗнӗ ҫулхи 4 парне ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, вӑл касса ещӗкне те йӑкӑртнӑ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл - Кӳкеҫре пурӑнакан 32 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫак арҫынна тухса ҫӳреме юраманни пирки расписка ҫыртарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

Шупашкар Ҫӗнӗ 2021 ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Кӑшӑлвируса пула кӑҫал массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫапах хула урамӗсенче асамлӑх хуҫаланӗ.
Кӑҫал Хӗрлӗ лапамра 6 метр ҫӳллӗш тухья вырнаҫтарма палӑртнӑ. Вӑл юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан вырӑнӗнче пулӗ. Тухьяпа юнашар 14 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартӗҫ, ӑна илемлетӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче кукша пуҫ евӗр лампӑсем ҫутатӗҫ. Сцена ҫине лотос евӗр 6 арт-объект вырнаҫтарӗҫ.
Кӑҫал конкурссем, акцисем, фестивальсем, концертсем дистанци мелӗпе пулӗҫ. Шкулсенче, ача пахчисенче уявсем ашшӗ-амӑшӗсӗр иртӗҫ. Аниматорсене те чӗнме юрамӗ.

Чӑваш Енре раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр-и? Ку ыйтӑва республикӑра сӳтсе явни пирки унчченех пӗлтенӗччӗ. Ҫавна май сасӑлав та ирттернӗ.
Пӗтӗмлетӳ паллӑ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Ыйтӑма 40 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 90 ытла проценчӗ раштавӑн 31-мӗшӗнче канассишӗн сасӑланӑ.
Анчах Ҫӗнӗ ҫулта каннӑшӑн ҫынсен пӗр шӑматкун ӗҫлесе татма тивӗ

Сирӗн раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ ҫулта, ӗҫлес килет-и? Ахӑртнех, ҫук. Анчах календарьте вӑл ӗҫ кунӗ шутланать.
РФ президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлессипе ӗҫлемессине регионсене татса пама ирӗк панине каланӑ. Эппин, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫула канмалли кун тума пултарать. Ҫавна май вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче сасӑлав ирттерет: раштавӑн 31-мӗшӗнче канмалла-и е ҫук-и?
Паянхи кун тӗлне унта хутшӑннисен 90 проценчӗ ҫак кун канасшӑн пулнине пӗлтерсе сасӑланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. 2021 ҫул – Вӑкӑр ҫулталӑкӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин урамӗнчи Тӗп почта умӗнче ҫулталӑк паллине вырнаҫтараҫҫӗ. Пӗлтӗр Йӗкехӳрене лартнӑччӗ. Кӑҫал Вӑкӑр пулӗ.
Плчта умӗнче мӗнле Вӑкӑр пулассине сасӑлав ирттерсе палӑртнӑ. Вӑл «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ.
Сасӑлава 1675 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем пилӗк макетран пӗрине суйланӑ. Чи нумай сасӑ пухаканни – 3-мӗш эскиз. Уншӑн 525 ҫын сасӑланӑ (31,34 процент). Эппин, кӗҫех, Ҫӗнӗ ҫулччен, ҫак эскизра ӳкернӗ Вӑкӑра вырнаҫтарӗҫ.
